Марина Карягина тележурналист, поэт, сценарист, драматург ҫинчен Мускав режиссёрӗ ӳкернӗ фильма Шупашкарта кӑтартӗҫ.
Аса илтерер: Мускаври кино ҫуртӗнче чӑвашсен паллӑ ҫыравҫине, телертӳҫӗне тата кино ӑстине Марина Карягинӑна халалланӑ каҫ иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫав каҫ поэтӑн ҫӗнӗ кӗнекине хакланӑ, Марина Карягина ҫинчен «Встречное течение. Амфистроф» документлӑ фильм кӑтартнӑ. Ӑна Мускаври режиссёр Александр Куприн Раҫҫейӗн Культура министерствин саккасӗпе ӳкернӗ.
Ҫав фильма ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 18 сехетре Шупашкарта, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче, хӑтлама палӑртнӑ. Ҫав тӗллевпе пултарулӑх ушкӑнӗ Шупашкара килсе ҫитӗ.
Чӑваш Енре «О нематериальном этнокультурном достоянии Российской Федерации в Чувашской Республике» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗн пурлӑх мар этнокультура пуянлӑхне Чӑваш Республикинче упрасси) саккун проектне ырланӑ.
Ҫавна май Чӑваш Енӗн Культура министерстви этнокультура пурлӑхне тупса палӑртас, тӗпчес, усӑ курас, актуализацилес, упраса хӑварас тата халӑхра сарас енӗпе ӗҫлӗ. Наципе культура автономийӗсене пулӑшассишӗн тата этнокультурӑн пурлӑх мар эткерлӗхӗн объекчӗсен регионти пӗрехи реестрне хатӗрлӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова 55 ҫул тултарнӑ.
Вӑл 1986 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищинчен черченипе рисовани преподавателӗ пулма вӗренсе тухнӑ. Каярах пӗлӗвне И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче туптанӑ, ҫав аслӑ шкулта историк тата истори преподавателӗ пулма вӗреннӗ.
Чӑваш наци музейне Ирина Меньшикова 15 ҫул ӗнтӗ ертсе пырать. Республикӑн Культура министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, Ирина Меньшикова — хӑй ӗҫӗнчи чӑн ӑста, вӑл ертсе пынипе музей ҫӗнӗ шая тухнӑ.
Чӑваш Енри тата темиҫе ҫынна нумаях пулмасть «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята панӑ.
Ҫав йышра — халӑх ӳнер промыслисен ӑсти, Чӑваш Енри ремесленниксен гильдийӗн пайташӗ Любовь Вазюкова; Чӑваш Республикин Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн директорӗн ҫумӗ Наталия Мисина; республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министӗн ҫумӗ Надежда Павлова. Надежда Ивановна патшалӑх службинче чӗрӗк ӗмӗр ытла ӗҫлет.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, паллӑ режиссёр-документалиста, поэта, драматурга, прозаика, куҫаруҫӑна, ӑста тележурналиста Раҫҫейри кинематографистсен союзӗн йышне илнине ӗнентерекен удостоверени панӑ.
Аса илтерер: ӗнер Марина Карягина Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан Галина Евтушенко кинорежиссёрӗн, продюсерӑн тата сценаристӑн, искусствоведени кандидачӗн «ЛИТЕРАТУРА И КИНО» автор программине хутшӑннӑ.
Раҫҫейри кинематографистсен союзӗн йышне илнӗ ятпа Марина Карягинӑна Чӑваш Енӗн Культура министерстви те саламлать. Ун пек хыпара ведомствӑн сайтӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗнӗ илемлӗх ертӳҫинче Пермь тӑрӑхӗнчи Андрей Попов тимлеме пуҫлани ҫинчен те, халӗ ку должноҫре ӗҫлеме килӗшекен ҫынна суйламалли конкурс иртесси пирки те Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарласах тӑчӗ. Анчах эпир пӗр хыпара каярах юлса пӗлтӗмӗр иккен.
Нумаях пулмасть Андрей Попов пирки ҫӑхав шӑрҫалакансем тупӑннӑ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, Андрей Поповӑн ертсе пыракан должноҫра 5 ҫултан кая мар тӑрӑшнӑ опыт пулман, апла тӑк ӑна директор пуканне шанса пама май килмен. Прокуратура ҫӑхава республикӑн Правительство ҫуртне ярса панӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
Эпир тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, ҫав ҫӑхав хыҫҫӑн республикӑн Культура министерстви театр валли ҫӗнӗ илемлӗх ертӳҫине суйласси ҫинчен пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енре шкул театрӗсен конкурсне ирттерме палӑртнӑ. Ӑна йӗркелекенӗсем — республикӑн Культура министерстви, Вӗрентӳ министерстви, Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗн кураторӗ — РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева.
Конкурса ҫак номинацисемпе ирттерӗҫ: «Литературӑпа музыка композицийӗ»; «Пӗчӗк формӑллӑ спектакль» (унта 5 ҫын таран вылять, спектакль 20 минутран ытла тӑсӑлмалла мар); «Пысӑк формӑллӑ спектакль» (унта 5 ҫынтан ытларах вылять, спектакль 45 минут таран пырать); «Спектакле илемлетни (сценографи)»; «Ятарлӑ номинаци».
Заявкӑсене Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин ӗҫне Общество канашӗ сӑнаса тӑрӗ. Унта кӗрес кӑмӑллисене ала витӗр кӑларӗҫ. Конкурса республикӑн Культура министерстви йӗркелӗ.
Общество канашӗнче 11 ҫын пулӗ. Кандидатсен Раҫҫей гражданинӗ, 21 ҫултан аслӑрах пулмалла. Вӗсен Культура министерствин сферинче ӗҫленӗ опыт ҫулталӑкран кая мар пулнине те шута илӗҫ. Общество ӗҫӗнче е ӗҫре ятлӑ-сумлӑ пулнине те пӑхӗҫ.
Общество канашне кӗрес кӑмӑллисен конкурсне хутшӑнас кӑмӑллисен материалӗсене паянтан тытӑнса авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш Енре мигрантсем сахал мар. Вӗсене республикӑн социокультура пурнӑҫне явӑҫтарас ыйтӑва ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, тӗрлӗ шайри тӳре-шара пухӑнсах сӳтсе явнӑ.
Республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский мигрантсене адаптацилес, миграци политикин ыйтӑвӗсем паян кирек хӑш ҫӗршывпа регионшӑн та ҫивӗч тесе палӑртса хӑварнӑ. Республикӑри мигрантсенчен 90 проценчӗ ытларах паян Шупашкарта регистрациленнӗ. Вӗсенчен хӑшӗсем пирӗн тӑрӑхра ӗҫлесе пурӑнас кӑмӑллӑ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейне малашне те Геннадий Козловах ертсе пырӗ.
Геннадий Васильевич асӑннӑ учреждение 19 ҫула яхӑн ертсе пырать. Халӗ ӑна ҫӗнӗрен ҫав должноҫе шанса панӑ. «Ҫыхӑнура» форум журналисчӗсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, директорӑн контракт вӑхӑчӗ тухнӑ курӑнать, ҫавӑнпа ӑна паян, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ҫӗнӗрен должноҫе шанса панӑ.
Пӗлтӗрхи ҫулла музей директорне палӑртма конкурс ирттернӗ. Ун чухне икӗ ҫын конкурса хутшӑннӑ, ҫав шутра — Геннадий Козлов та.
Республика ертӳҫи Олег Николаев паян алӑ пуснӑ хушура Геннадий Козлов Чӑваш Енӗн Культура министерствин кадр резервӗнче пулнине палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |